«Творчествӑллӑ ӗҫлекен чӑваш чӗлхи учителӗсене тупса палӑртас, чӑваш чӗлхине вӗрентсе пухнӑ паха опыта сарас, чӗлхене упраса хӑвармалли тата аталантармалли условисем тӑвас тӗллевпе» чӑваш чӗлхине вӗрентекенсен конкурсне иртет.
Конкурса Чӑваш Республикинче тата ун тулашӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем тата шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче ӗҫлекен воспитательсем хутшӑнаяҫҫӗ.
Конкурс номинацийӗсем: «Ҫӗнӗ мел шутласа кӑларакан учитель» (новатор); «Ӑстаҫӑ учитель»; «Ҫамрӑк учитель»; «Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗн чӑваш чӗлхипе кӑсӑклантаракан чи лайӑх воспитатель»; «Меслетлӗх ӗҫӗсен пултаруллӑ авторӗ» тата «Тӑван чӗлхен хастар управҫи» ятарлӑ номинаци.
Конкурс икӗ тапхӑрпа иртет: кӗретсӗр тата кӗретлӗ. 1-мӗш тапхӑрта ҫӗнтернисем куҫӑн тапхӑра хутшӑнайӗҫ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗ ирттерекен сценарисен «Чӑвашла уяв янратӑр!» конкурсне материалсене малалла йышӑнаҫҫӗ.
Сценарие Мухтавлӑ ентешсен ҫуллталӑкне халалласа ҫырмалла. Конкурса ача пахчсенче, шкулсенче, хушма пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсенче, професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ организацийӗсенче ӗҫлекен педагогсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Конкурс номинацийӗсем ҫапларах: «Класс сехечӗн сценарийӗ», «Уроксем хыҫҫӑнхи мероприятин сценарийӗ».
Конкурс кӗретсӗр мелпе иртет. Материалсене нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗччен Вӗренӳ институтне ҫитермелле.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗпе пӗрле пулса кӑҫал шкул ачисемпе ҫамрӑксем валли тӗрлӗ конкурспа фестиваль ирттерӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне йӗркеленин тӗллевӗ — чӑваш культурипе, тӗррипе кӑсӑклантарасси, ачасене халӑх культурипе, ӑс-хакӑлпа шухӑш-кӑмӑл пуянлӑхӗпе паллаштарасси.
Килес ҫул «Сӗм авалхи уявсем» регионсем хушшинчи конкурсӗ, «Ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗнче» республика конкурсӗ, «Пӗчӗк ҫеҫ путене» тата «Наци тӗрри − халӑх мӑнаҫлӑхӗ» фестивальсем иртмелле.
Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн ятне «халӑх асӗнче упраса хӑварас, пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас» тӗллевпе Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ регионсен шайӗнчи «Хусанкай вулавӗсем − 2022» фестиваль йӗркеленӗ.
Йӗрелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль дистанци мелӗпе иртет. Унта вӗрентекенсем тата тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Видеоматериалсене заявкӑпа пӗрле кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: https://forms.gle/qisaVTN4DHTRYp6s6.
Фестиваль тӳлевлӗ иртет: вӗрентекенсен 305 тенкӗ тӳлемелле, ачасен − 100 тенкӗ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Республикӑн пӗрлехи экзаменне 2021 ҫулта тытма хатӗрленесси» семинар ирттернӗ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Анна Егорова доцент ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тытӑмӗпе тата тӗллевӗпе, текст тишкермелли меслетлӗхпе паллашнӑ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗрентес ӗҫе йӗркелемелли тухӑҫлӑ формӑсене алла илнӗ, изложенипе сочинени ҫырма вӗрентмелли хӑнӑхӑва аталантарса ҫирӗплетнӗ, шкул ачисен экзамента пулакан паллӑрах йӑнӑшӗсене тишкернӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче педагогсен професси ӑсталӑхне татти-сыпписӗр ӳстермелли «Ашмарин-центр» центр уҫӑлнӑ.
Ӑна «Хальхи вӑхӑтри шкул» федераци проктне пурнӑҫа кӗртнӗ май йӗркеленӗ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче «Ашмарин-центрта» педагогсене кирлӗ ҫӗнӗ пӗлӗве илме мӗнпур услови туса панине ӗнентереҫҫӗ. Унта хальхи вӑхӑтри ҫӗнӗ йышши технологисемпе усӑ курса тӳлевсӗр вӗрентӗҫ.
Центрта — 10 пӳлӗм. Вӗсенче хальхи йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Чӑваш тӗнчи» фотоконкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Унта педагогсем, фотоӳнер ӑсталӑхне алла илекенсемпе фотоӗҫе юратакансем хутшӑнайӗҫ. Сӑнӳкерчӗксенче Чӑваш Ен ҫутҫанталӑкне, историне, культурине, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине сӑнламалла.
Конкурсӑн теми темиҫе. «Вӗрентекен яту сан сумлӑ, ӗҫӳ хӑватлӑ, пархатарлӑ» ятлинче шкулпа вӗрентекенсен пурнӑҫӗнчи самантсене уҫса памалла, «Ик алӑра пӗр ӗҫ вӗрет» – ялти тата хулари производство коллективӗсен тӑрӑшӑвне кӑтартмалла («Производствӑри портрет», «Репортаж сӑнӳкерчӗкӗ», «Фотоочерк», «Фотофильм»). «Ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ» чӑваш ӑстисемпе паллаштарма тивӗҫ. Кунта «Ушккӑнпа ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксене», «Производствӑри портрета», «Репортаж сӑнӳкерчӗкне», «Фотоочерка», «Фотофильма» йышӑнӗҫ. «Ытарайми тӑван тавралӑх» номинаципе хутшӑнас тесен пейзаж ӳкерсе илмелле. «Тӗнчере 100 тӗрлӗ кӗнчеле» номинацие килӗштерекенсем чӑвашсен пурлӑх мар культурипе (тухья-хушпупа, йӗке-кӗнчелепе, шӗшлӗ-аптрипе тата ыт. те) «Натюрморт» тата «Производство портречӗ» урлӑ паллаштарасса шанаҫҫӗ. «Мӗнле анлӑ ман Тӑван ҫӗршывӑм» номинацие суйланисенчен чӑваш диаспорисенчи сӑнӳкерчӗксене кӗтеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институтӗнче хулари шкулсенче 1-мӗш классене чӑваш чӗлхи вӗрентмелли кӗнекене хӑтланӑ.
Аса илтерер: «хальхи вӑхӑтри» чӑваш чӗлхи кӗнекине хатӗрлеме кӑҫал ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура Олег Николаев Элтепер хушнӑччӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн преподователӗ Александр Блинов, Шупашкарта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Людмила Николаевӑпа Алина Егорова хатӗрленӗ. Кӗнекен электрон варианчӗ те пулӗ. Унта мультимеди хатӗрӗсем, интерактивлӑ ссылкӑсем тата ыттине те кӗртӗҫ.
Чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑ кунне тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне туса хунӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа ҫу уйӑхӗн 17-31-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере …» акци ирттерет.
Акци тӗллевӗ: чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси, аталантарасси, халӑх хушшинче сарасси. Акцие чӑвашла пӗлекен кирек кам та хутшӑнма пултарать.
Акцие хутшӑнакансен К.В. Иванов хайлавӗсене е вӗсен сыпӑкӗсене вуласа видео ҫине ӳкерсе илмелле те #ҫакӑҫутӑтӗнчере хештегпа «Контактра» хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи» ушкӑна (https://vk.com/club201526545) вырнаҫтармалла.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче ыйтса пӗлмелли телефон номерне те кӑтартнӑ: (8352) 58-47-19 (этнокультура вӗренӗвӗн кафедри).
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие кӑҫал та ирттерӗҫ. Вӑл 2021 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан пӗтӗм хулапа ялта иртмелле.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, акцин тӗп тӗллевӗ – чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Задачисем ҫаксем тесе палӑртнӑ: тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тӑван чӗлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепӗр хут аса илтересси; чӑвашла ҫырма пӗлнине тӗрӗслесси; чӑвашла пӗлекен кашни ҫынна хӑй тӗрӗс ҫырма пултарнине тӗрӗслеме май туса парасси.
Акцие Чӑваш чӗлхи кунне тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне туса хунӑранпа 150 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |